Сăмах [сăмах-юмах, халап] вакла говорить (много, со всеми подробностями).
Самаях ĕшеннĕ ачасем ытлашши сăмах вакламасăрах кашăксемпе ĕçлерĕç. Ю. Скворцов. Атте... çынпа калаçма, сăмах ваклама, шӳтлеме юратать. Уйăп М. Вăл вырăсла начартарах калаçать, çавăнпа халап ваклама ытлах васкамасть. И. Тукташ. Председатель ларăва хăвăрт, нумай сăмах-юмах вакламасăр вĕçлерĕ. А. Емельянов. Уруков Шупашкара каясси çинчен пĕлсен, агрономăн сăмах-юмах ваклас кăмăле сасартăках пĕтсе ларчĕ. А. Ĕçхĕл. Сăмах-юмах вакламасăр, вăл хапхине уçрĕ те Шерккее леçсе панă ĕнине каялла хăй патне кĕртсе ячĕ. Н. Илпек.
Çавăн пекех пăхăр:
сăмах çитер сăмах çӳрет сăмах арманĕ сăмах вăлт « Сăмах вакла » сăмах вылят сăмах кăлар сăмах пĕтер сăмах пар сăмах тăк